Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Римлянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ. Тӑван халӑхӑм ҫыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышӗнчисене те, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлисене, салам калӑр.
К Римлянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода