Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар.
Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет.