Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла». Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр. Турӑ ҫуртне аркатакана хӑйне Турӑ аркатать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫурчӗ таса; ҫав ҫурт вӑл – эсир. Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла.
Выбор основного перевода