Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Римлянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Турӑ мӑн асаттемӗрсене панӑ сӑмаха шаннишӗн паян акӑ манӑн суд умӗнче тӑма тивет. Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. Ӗненӗве пула ытти халӑхсем те тӳрре тухасси пирки Ҫырнинчех каланӑ. Турӑ Авраама ун ҫинчен малтанах ҫапла пӗлтернӗ: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ». Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!
К Римлянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода