Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр. Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода