Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ. Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ. Чаплӑ священникӑмӑра Турӑ кил-ҫуртне пӑхса тӑмашкӑн лартнӑ.
Выбор основного перевода