Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ. Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр. Мӗншӗн тесен ҫав сасса илтсессӗн Моисейпа Египетран тухнисенчен хӑшӗ-пӗрисем – пурте мар – ӳпкелешме пуҫланӑ. Хӗрӗх ҫула яхӑн Турӑ кама ҫилӗ тытса тӑнӑ-ха? Ҫылӑха кӗрсе шӑмми-шаккисене пуш хиртех хӑварнисене мар-и вара? Вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, Хӑйне итлеменнисене хирӗҫ тупа туман-им вара Вӑл? Куратпӑр ӗнтӗ: хӑйсен ӗненменлӗхне пула вӗсем чӑнах та канӑҫлӑха кӗреймен. Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр.
Выбор основного перевода