Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Евреям
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Иисус кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, сӗтелӗсене тӳнтерсе тухнӑ. Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!» Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Турӑҫӑм, Санӑн ҫуртушӑн ҫунни вут пек кӗллентерет Мана» тесе Ҫырнинчех каланине аса илнӗ. Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур? Христоспала Велиар епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур? Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». «Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп». Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр.
К Евреям
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Выбор основного перевода