Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Вара Стефан каланӑ: «Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Итлесемӗр мана. Мухтав Турри пирӗн Авраам мӑн асаттемӗре Харрана куҫса кайичченех, Месопотамирех курӑннӑ. „Хӑвӑн ҫӗр-шывунтан, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та, Эпӗ сана кӑтартнӑ ҫӗр-шывалла кай“, – тенӗ ҫавӑн чухне ӑна Турӑ. Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен куҫса пырса Харранта вырнаҫнӑ. Ашшӗ вилсен, Турӑ Авраама ҫак халӗ эсир пурӑнакан ҫӗр-шыва илсе ҫитернӗ.
Выбор основного перевода