Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Евреям
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
„Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр. Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ. Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. Вӑл – курӑнман Туррӑн сӑнарӗ, Вӑл мӗн пур чӗрӗ чуна пултаричченех пулнӑ. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ. Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать. Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ. Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ; Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ. Христос вара, пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗрре парне кӳрсе, Туррӑн сылтӑм енне ӗмӗрлӗхех ларнӑ. Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
К Евреям
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Выбор основного перевода