Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр. Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ. Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.
Выбор основного перевода