Моисей саккунӗсӗр урӑх халӑх ҫыннисем чун-чӗре туртӑмӗпе саккун хушнӑ пек тӑваҫҫӗ пулсан, эппин ҫав саккун вӗсен чун-чӗринче пур.
Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех.
Вӑхӑта хаклама пӗлӗр, мӗншӗн тесен саманисем пит усал.
Ҫапла вара, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмешкӗн тӑрӑшӑр.