Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ». Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах. Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар. Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех. Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода