Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр. Ӗнтӗ Туррӑн вӑй-хӑватлӑ алли умӗнче пуҫӑрсене тайӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн Вӑл сире ҫӳле ҫӗклӗ. Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр. Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет. Ҫирӗп ӗненӳпе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Ӗненекен тӑванӑрсем те пӗтӗм тӗнчипе ҫавнашкал асапах курнине асрах тытӑр.
Выбор основного перевода