Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр. Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр. Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар. Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ.
Выбор основного перевода