Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Иакова
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине. Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ. Ашшӗ ывӑлӗсене каланӑ пек, Турӑ хӑвӑра лӑплантарса каланӑ ҫак сӑмахсене эсир маннӑ: «Ывӑлӑм! Хуҫа Турӑ айӑплавне тӗрӗс хакла, Вӑл сана питлет пулсан, хуйха ан ӳк. Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им? Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр. Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.
Иакова
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода