Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
„Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ». Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ. Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Выбор основного перевода