Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
„Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им? вӗсене каланӑ: «Ку Ҫынна эсир ман пата халӑха пӑтратакан тесе тытса килтӗр. Акӑ, эпӗ сирӗн умӑртах тӗпчерӗм, анчах та эсир айӑпланине ҫирӗплетекен пӗр сӑлтав та тупмарӑм. Ирод хӑй те ҫак Ҫынна вӗлермеллех айӑплама нимӗнле сӑлтав та тупайман. Эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам». Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ. Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Вараввӑна хула халӑхне пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, каллех халӑха чӗнсе каланӑ. Анчах та лешсем: «Пӑталаттар Ӑна! Пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл? Ку Ҫынна вӗлерме эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмарӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна хӗнеттерем те кӑларса ярам», – тенӗ. Анчах та вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, ҫине тӑрсах Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Ҫапла кӑшкӑрса-хистесе халӑхпа аслӑ священниксем ҫиеле тухнӑ. Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр, Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ. „Эпӗ – санӑн мӑн аслаҫусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хӑранипе чӗтресе, пуҫне ҫӗклесе пӑхма та хӑяйман.
Выбор основного перевода