Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса: Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. Аслӑ священниксен ирӗкӗпе тата вӗсем хушнипе эпӗ Дамаска та ҫав тӗллевпех тухса кайрӑм.
Выбор основного перевода