Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ. Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.
Выбор основного перевода