Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр. Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет. Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп. Савӑнасса вара халӗ эпӗ сире кулянмалла пулса тухнишӗн мар, эсир куляннипе ӳкӗннишӗн савӑнатӑп. Эсир кулянни Турра юрӑхлӑ, эппин хамӑр ҫырупа эпир сире сиен тумарӑмӑр. Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ.
Выбор основного перевода