Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр. Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ. Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр. Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй. Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр. Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр? Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан. Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.
Выбор основного перевода