Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. Эй, ытти халӑх ҫыннисем! Халӗ вара сире калатӑп. Эпӗ ытти халӑхсен апостолӗ пулнӑ май хама пӳрнӗ ӗҫпе мухтанатӑп. Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм, Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. Мӗншӗн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вӗрентме пулӑшакан Турӑ мана та ытти халӑхсем хушшинче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн пулӑшса пычӗ.
Выбор основного перевода