Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑн чухне эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ». Ҫавӑнпа Ывӑлӗ сире ирӗке кӑларсан тин эсир чӑннипех ирӗклӗ пулӑр. Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр. Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр. Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр. Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха. Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр.
Выбор основного перевода