Турӑ юратулӑхӗнчен пире мӗн уйӑрайӗ? Хуйхӑ-и, инкек-и, хӗсӗрлев-и, выҫлӑх-и, сивӗ-и, хӑрушлӑх-и, хӗҫ-и? Ҫырнинче ҫапла каланӑ:
Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Иудейсем мана пилӗк хутчен чӗн пушӑпа вӑтӑр тӑхӑр хут ҫаптарчӗҫ.
Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ.
Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те.
Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм.