Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ. Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ. Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та. Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода