Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. Ҫав Сӑмах чӑн малтанах Турӑра пулнӑ. Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм. Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ. Эй, ашшӗсем! Эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. Эй, ҫамрӑксем! Эсир ӗненӳре ҫирӗп пулнӑран, сирӗнте Турӑ сӑмахӗ пулнӑран, эсир шуйттана ҫӗнтерме пултарнӑран сирӗн патӑра ҫыртӑм.
Выбор основного перевода