Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ: «Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман. Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ. Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп! Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“». «Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр. – Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и? Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?» Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода