Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хӑйсен тупӑш илес шанчӑкӗ пӗтнине туйса илнӗ хуҫасем вара Павелпа Силӑна тытрӗҫ те хула варрине, пуҫлӑхсем патне, сӗтӗрсе кайрӗҫ. Вара, вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырсан, ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем, иудейсем, хула халӑхне пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, урӑхла йӑласем вӗрентеҫҫӗ. Вӑл йӑла-йӗркесене пирӗн, Рим ҫыннисен, йышӑнма та, тытса пыма та юрамасть». Халӑх та вӗсен хутне кӗмерӗ, хирӗҫ пулчӗ. Вара Рим пуҫлӑхӗсем, апостолсен тумтирӗсене сӳсе илсе, патакпа ҫаптарма хушрӗҫ. Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, хурала тӗрмене хытӑ сыхлама хушса хӑварчӗҫ. Хушнине пурнӑҫласа, хурал пуҫлӑхӗ вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ. Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ. Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. Иудейсенчен хӑшӗ-пӗри ӗненме пуҫланӑ, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлӑ-сумлӑ чылай хӗрарӑм Павелпа Сила енне ҫавӑрӑннӑ. Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр. Ҫавӑншӑн эпӗ Унӑн хӑвачӗпе ӗҫлетӗп те, кӗрешетӗп те, Унӑн хӑвачӗ манра вӑйлӑн тапса тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода